Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарти ача-пӑча вулавӑшӗсенче «Чӗлхесен тӗнчинче» мероприяти иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.02.2009 10:51 | 1426 хут пӑхнӑ

Ыран, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти кашни ача-пӑча вулавӑшӗсенче «Чӗлхесен тӗнчинче» мероприяти иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Ку уява ЮНЕСКО пуҫарӑвӗпе тӗнчере 2000 ҫултан пуҫласа нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем хушшинче вулавҫӑсен ӑмӑртӑвӗ иртӗ, ӑна К.Чуковский ячӗллӗ хулан тӗп ача-пӑча вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва пурте хутшанма пултараҫҫӗ, ун пӗтӗмлетӗвне ҫав кунах пӗлтерӗҫ. Малти вырӑнсене йышӑннисене парнесемпе дипломсем кӗтеҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#вулавӑшсем, #чӑваш чӗлхи, #ӑмӑртусем

 

Комментари:

Ajdush // 8765.0.5192
2009.02.18 12:01
Migulaj çырать:
Мĕнле чĕлхепе ирттерме палăртнă ку «Чĕлхесен тĕнчине»?
2009.02.18 18:11
Аçтахар Плотников
Ак ыран ача-пăча вулавăшĕсене кайса пăхăр та пĕлме пултаратăр. Мероприяти ыран кăна пулать.
Ajdush // 8765.0.5192
2009.02.19 12:27
Migulaj çырать:
Ирттернĕ тесе ыйтман.
Эпĕ çырнăччĕ "...ирттерме палăртнă..." тесе.
Эсĕ темшĕн яланах ман сăмахсенче урăх шухăшсем шыратăн. Ку чир санăн нихăçан та иртсе каймасть пулĕ?

2009.02.19 14:57
Аçтахар Плотников
Ну тимлĕ вуламарăм пулĕ...
Мĕнле чĕлхепе ирттерме палăртни çинчен пĕлместĕп, эп хыпара куçартăм çеç.
Ытларах чăвашла вулама тивĕç — ăмăртура хуть те хăш чĕлхепе те вулама пулать тенĕ пулин те.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем