 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    
Вӑрнар районӗнче халӑх Акатуя пухӑннӑ. Районти ял тӑрӑхӗсем йӑла-йӗркене кӑтартакан экспонатсене илсе килнӗ, хӑнасене килти сӑрапа, кукӑльпе, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.
Акатуя савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пур. Вӑрнарсем ака-сухана вӑхӑтра вӗҫленӗ. Акмалли лаптӑка та пысӑклатнӑ. Район уявне ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов килнӗ. Вӑл Вӑрнар районӗнче ял хуҫалӑхӗ те, промышленноҫ та аталаннине палӑртнӑ.
Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхне Леонид Николаева Хисеп грамотипе чысланӑ. «Санары» агрофирма трактористне Владимир Крипчакова «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ят панӑ. Владимир Матвеев «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Фермер хуҫалӑхне аталантармашкӑн Владимир Балыков, Алевтина Иванова, Григорий Лукин гранта тивӗҫнӗ. Аш-какай комбиначӗн инженерӗ Эдуард Зайцев, «Мураты» ЯХПК тракторисчӗ Борис Шариков, фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Фадеев пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн социаллӑ тӳлев илнӗ.
Уява Вӑрнар районӗн «Туслӑх» ентешлӗхӗ те килнӗ. Спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ. Кӗрешӳҫӗсем тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн талпӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе така парнеленӗ.
Пӗрехекен ӗпхӳ халаха уявра савӑнма чӑрмантарман. Ара, халӑх ҫумӑра тахҫантанпах кӗтнӗ-ҫке. Ҫумӑр акнӑ-лартнӑ уйсене шӑварать. Эппин, тыр-пул тухӑҫлӑ пулатех.
Сӑнсем (162)
