Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: Паян Алексей Коккелӗн реставрациленӗ картинин кӑтартмӑшӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.02.2009 13:46 | 1834 хут пӑхнӑ

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче паян Алексей Коккелӗн реставрациленӗ «Чайная» картинин кӑтартмӑшӗ (презентацийӗ) иртӗ.

Ку ӳкерчӗк художникӑн чи паллисенчен пӗри шутланать. Ӳкерӳҫӗ ӑна 1912 ҫулта диплом ӗҫӗ евӗр хатӗрленӗ пулнӑ. Хаклавҫӑсем лайӑх йышӑннине кура пулӗ Раҫҫей Империйӗн ӳнер Академийӗ ӑна туяннӑ. 1913, 1914 ҫулсенче ку ӳкерчӗк Мюнхена, Венецине ҫитсе курнӑ, унти тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннӑ. Ӳкерчӗке куравсенче чи чаплӑ вырӑс художникӗсен ӗҫӗ пек кӑтартнӑ пулнӑ. 1930-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче ӳкерчӗке Ленинградран Саратоври ӳнер музейне куҫарнӑ. Кайран вӑл Вольск таврапӗлӳ мезейне ҫитнӗ.

1980-мӗш ҫулта вара, шӑп та лӑп Алексей Кокель ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ тӗле, ӑна Петров-Водкинӑн «У окна» ӳкерчӗкӗпе улӑштарнӑ. Ҫапла май Алексей Кокель картини Чӑваш ҫӗрне ҫитнӗ.

Реставрацилекеме Харьковри ӳнерпе дизайн патшалӑх академийӗн Марина Коряковцевӑпа Елена Панченко пулӑшрӗҫ. Ку вӑл Харьковри аслӑ шкулпа Чӑваш патшалӑх университечӗ хушшинчи тачӑ ҫыхӑнусем пуррине пула пурнӑҫланчӗ. Ҫыхӑнусем темиҫе ҫул пураҫҫӗ, ҫак ҫулсем хушшинче Харьковри академи преподавателӗсемпе унти студентсем Кокелӗн 10 ӗҫ ытла реставрацилеме ӗлкӗрнӗ.

#Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ, #ӳнер, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Харьков

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем