Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Тӗнчере: Чӑваш делегацийӗ Турцире Кӗнеке уявӗнче пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.05.2014 23:02 | 1037 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Кӗнеке уявӗпе килӗшӳллӗн Турцири Эскишехир хулинче ҫыравҫӑсен канашлӑвӗ тата тӗрӗк ҫӗршывӗсенчи, регионӗсенчи кӗнеке издателӗсен куравӗ иртнӗ.Чӑваш Ен делегаци йышӗнче поэт тата журналист Илле Иванов, Евгений Турхан ҫыравҫӑ, поэт тата литература тӗпчевҫи Виталий Родионов, Эдуард Лебедев чӗлхеҫӗ пулнӑ.

Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ҫеҫ пирӗн республикӑра чӑваш чӗлхи, литератури, фольклор енӗпе кӗнекесем кӑларать, тӗпчет. Акӑ Тутарстанран икӗ издательство килнӗ. Чӑваш Енри кӗнекесем Турци ҫыннисене тата хӑнасене кӑсӑклантарнӑ. Виталий Родионов каласа панӑ тӑрӑх хӑш-пӗрисене ҫеҫ пирӗн ҫырулӑх кириллицӑпа пулни кӑмӑла кайман (кӑна вӑл турккӑсем кириллицӑпа сахал тӗл пулнипе ҫыхӑнтарнӑ).

Ҫыравҫӑсем тӗлпулура пӗрлехи Литература институчӗ тӑвас, пӗрле литература журналӗ кӑларас тата ытти проекта сӳтсе явнӑ. Илле Иванов чӑваш халахӗ ытти тӗрӗк халӑхӗпе ҫыхӑнса ӗслес кӑмӑллине пӗлтернӗ, Турцин премьер-министрне Реджеп Таййип Эрдагона Моисей Спиридонов ӳнерҫӗн чӑваш эрешӗсем пирки тухнӑ кӗнекине парнеленӗ.

Чӑваш делегацийӗ Стамбулти Тӗрӗк халӑхӗсен культура ҫуртне ҫитнӗ. Илле Иванов каланӑ тӑрӑх, шел те, унта халӗ те Чӑваш ҫурчӗ ҫук. Экспозицире ытларах — тутарсен, пушкӑртсен, ыттисен ҫурчӗсем. Ытларахӑшне культура ҫуртне регион президенчӗсем парнеленӗ-мӗн.

#Турци, #тӗнчере, #канашлусем, #ЧПГӐИ, #куравсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1860.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем