 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
    Чӳкӗн 14-15-мӗшӗсенче Шупашкарта чӑвашсен пӗрремӗш халӑх вӗрентӳ заведенине, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртрӗ. Пӗрремӗш пленарлӑ пайра докладсем пулчӗҫ. Чӑваш Енӗн вӗрентупе ҫамрӑксен политикин министрӗ Г. П. Чернова, Чӑваш патшалӑух университечӗн ректорӗ Л.П. Кураков, Шупашкарти ӑс-хакӑл училищин ректорӗ Михаил Атте, Раҫҫейри «Православиллӗ Раҫҫей» халӑх юхӑмӗн Тӗп канаш пайташӗ В.А. Смирнов, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ,
И.Я. Яковлев мӑнукӑн ачи В.В. Павлов тухса сӑмах каларӗҫ.
Иккӗмӗш пайра Ф.М. Достоевский ҫырнӑ «Путишле ҫын тӗлӗкӗ» калав тӑрӑх моноспектакль пулчӗ — М. Ермолаева ячӗллӗ Мускав театорӗн артисчӗ, И.Я. Яковлев мӑнукӗн ачи Владимир Всеволдович Павлов хӑй ӑсталӑхне кӑтартрӗ.
Пленарлӑ ларура тунӑ докладсене кунта итлеме пулать.
| Анонимла // 6988.3.4663 2008.11.17 20:59 | |
| Чемперти чаваш шкулне Сенгилее кусарса кайна, анчах =аван пирки сирни ниста та сук. Меншен никам та нимен те каламасть кун пирки? | |
| Микулай // 2116.67.6260 2008.11.20 20:31 | |
| Чăваш шкулĕ Чĕмпĕрте вырăссене пурăнма чăрмантарнă пулĕ. Çавăнпа урăх çĕре куçарнă ĕнтĕ? Иртнĕ Чăваш республикин культурă министĕрĕ "O'key" вырăнне "Добро" тесе калама вĕрентеччĕ. Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тислĕк вырăнне хунине курмастчĕ. Çавăнпа нимĕн те тĕленмелли çук. Вырăс Енре ытти халăх чĕлхисене пĕтерме шут тытнă курăнать. Тепĕр çултан шкулсенче чăвашла тата ытти чĕлхесемпе вĕрентме пăрахтарма Вырăс Ен Аслă канашĕ саккун йышăнн курăнать. | |
