«Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ пичетленсе тухсан унӑн авторӗн ӑсталӑхне Михаил Сироткин литература тӗпчевҫи пысӑк хак панӑ. 1964 ҫулта вара Алексей Талвир «Никӗс» роман кӑларнӑ. Кӗҫех ӑна вырӑсла куҫарса пичетленӗ. Ахаль ҫынсем те, литература тӗпчевҫисем те ӑна ырласа йышӑннӑ», — ҫакна аса илтерет «Чӑваш Ен» телерадиокомпани.
Талвирӑн ытти кӗнеки те вулакана ҫывӑх. Ҫакна палӑртнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа Шупашкарти литература музейӗнче ирттернӗ асӑну каҫӗнче. Унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав та йӗркеленӗ ҫав кун.
Алексей Талвир 1909 ҫулта Патӑрьелӗнче ҫуралнӑ. Сӑмах май, унти шкул паллӑ ентешӗн ячӗпе хисепленсе тӑрать. Аслӑ пӗлӗве вӑл Мускаври Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илнӗ. Ҫартан таврӑнсан Мускавра тухса тӑракан «Коммунар» хаҫатра ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Алексей Талвир «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫарти корреспонденчӗ пулнӑ.
Алексей Талвир 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Чи паллӑ ӗҫӗсем — «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫ тата «Никӗс» роман. Алексей Талвир хайлавӗсене вырӑсла, тутарла, грузинла тата ытти чӗлхене куҫарнӑ.