Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ашмарин ҫӑлтӑрӗн ҫутипе

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.10.2008 03:03 | 1934 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхин 17 томлӑ словарӗн авторне, тӑван чӗлхе пӗлӗвӗн ӑслӑлӑх никӗсне хывнӑ Н.И. Ашмарина (1870 – 1933) халалласа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче VΙ хут «Ашмарин вулавӗ» иртрӗ. Маларах вӑл ҫулленех пулатчӗ, халӗ ӑна икӗ ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Шайӗ сумлӑ — Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ. Чӑнах та, республика тулашӗнчен килнӗ ӑсчахсем вулавра сахал мар пулчӗҫ. Пӗрлехи лару хыҫҫӑн ҫакӑн пек секцисемпе ҫум секцисене пайланса

ӗҫлерӗҫ:

- «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен литература теорийӗпе историйӗ»;

- «Пӗтӗмӗшле чӗлхе пӗлӗвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем»;

- «Чӗлхепе литературӑна вӗрентмелли меслетлӗх»;

- «Философин, культурологин тата общество историйӗн ыйтӑвӗсем» т.ыт.те.

Студентсемпе шкул ачисен доклачӗ-хыпарне итлеме ятарлӑ секци йӗркеленӗ.

 

Конференцире интересли, усӑлли, чуна пӑлхатаканни сахал мар пулчӗ. «Ашмарин вулавӗн» черетлӗ VΙΙ конференцийӗ 2010 ҫулхи юпара пулӗ. Унта сирӗн доклада та хапӑл тӑвӗҫ. Эппин, тӗл пуличчен!

 

Ирина Дегтярёва.

#конференцисем, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Ашмарин вулавӗ, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем