Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Халӑха кӗнекепе ытларах вулама илӗртес, ҫӗннисемпе паллаштарас тӗллевпе Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: чи нумай вуланакан кӗнеке — 2012» курав йӗркеленнӗ.
Кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла 151 хайлав «тупӑшӑва» тухнӑ. Пурте куравра вырӑн тупнӑ. Вӗсем пурте вулакансен кӑмӑлне кайнисем: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Улькка Элменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казновӑн «Ырату», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» хайлавӗсем тата ыттисем.
Вулакансем вырӑсла кӗнекесене те килӗштереҫҫҫӗ: В.Долгов «Любовь всему начало», В.Пугачев «Тэсс — тише!», Ф.Уяр «Близ Акрамова». Вулавашра хайлавсене сӳтсе яваҫҫӗ, тишкереҫҫӗ, ыйтӑм ирттереҫҫӗ, формулярсенне тишкереҫҫӗ. Кусем чи нумай вуланакан кӗнекене тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ.
Формулярсене тишкерсе вулакансем килӗштерекен авторсене тупса палӑртма тытаннӑ. Вӗсен йышӗнче: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казановӑн «Ырату» хайлавӗсем. Ҫынсем чи нумай вуланӑ кӗнеке — Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнеки.
