Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Уйӑх вӗҫлениччен йӳнӗпе ҫырӑнма пулать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.03.2014 13:34 | 1499 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Хальхи вӑхӑтра ҫынсем хыпар-хӑнара тӗнче уҫлӑхӗнче пӗлме кӑмӑллаҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ҫапах та хаҫат-журнал ҫырӑнса илекенсем те пур-ха. Вӑт вӗсем валли шӑпах ырӑ хыпар. Ҫак уйӑх вӗҫлениччен хӑш-пӗр хаҫата унчченхи хаксемпе ҫырӑнма пулать тесе пӗлтерет республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви.

Йӳнӗпе, кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул валли ҫырӑнтарнӑ хаксемпе, кӑҫалхи иккӗмӗш ҫул ҫул валли пичет кӑларӑмӗсемлӗ пулас тесен почтальон патне васкамалла. Ҫапла, теприсем патне васкамалла. Атту хӑш-пӗр почтальона кӑнтӑрла хунарпа шырасан тупаймӑн теҫҫӗ ҫынсем. Ара, хӑшӗсем ӗлӗкхилле пысӑк сумкӑпа мӗкӗрленсе ҫӳресшӗнех мар. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан кинемей каласа панӑ тӑрӑх, район хаҫатне ҫырӑнас тесе почтальон хаҫат валеҫнӗ чух виҫӗ хутчен сиксе тухнӑ вӑл урама. Лешӗ кашнинчех тарса ӗлкӗрет имӗш. Ҫук-ха, тарсах-ха мар. Тепрехинче тесе калать иккен. Ара, автобуспа ҫӳрекенскер черетлӗ рейсран юласран шикленнипе васкать иккен. Пӗринче тата вӑл халь тин ҫырӑнма кая юлнӑ тесе те тыттарнӑ. Парӑнман кинемей аптӑранӑ енне ҫырӑнтару уйрӑмне кайсах ҫырӑнса килтӗм тенӗччӗ.

Йӳнӗпе ҫырӑнмалли хаҫат-журнал списокӗпе маларах асӑннӑ министерствӑн сайтӗнче паллашма пулать. Унта ҫапла каҫӑпа лекмелле gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=243&type=news&id=2727621.

#хаҫат-журнал, #ҫырӑнтару, #Шупашкар районӗ, #почта

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем