Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Куславккара кӗнеке-юбилярсен куравӗ йӗркеленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.03.2014 17:17 | 1171 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫыннӑн кӑна мар, кӗнекен те ҫуралнӑ кунӗ пур. Куславккари вулавӑшра кӗнеке те юбилее уявлать. Унта «Кӗнекесем — 2014 ҫул юбилярӗсем» курав ӗҫлет. Куравра кӑҫал юбилейӗсене паллӑ тӑвакан Раҫҫей тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсем пур. Вӗсем вӑхӑт тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Куравра пурӗ 120 кӗнеке.

Кашнин хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ. Даниэль Дефон «Робинзон Крузо» романӗ чи асли. Вӑл кӑҫал 295 ҫул тултарать. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: халӑх ӑна 300 ҫула яхӑн вулать! Чылайӑшӗ унпа шкул ӳсӗмӗнче паллашать.

Вырӑс литературин классикӗсен кӗнекисем — Н.Гончаровӑн «Обломов» тата И.Тургеневӑн «Дворянское гнездо» хайлавӗсем — 155 ҫул каялла ҫуралнӑ.

Константин Фединӑн «Города и годы» хайлавне астӑватӑр-и? Манӑҫнӑ ахӑртнех. Ҫак хайлава XX ӗмӗр варринче питӗ килӗштернӗ. Кӗнекере Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫине сӑнласа кӑтартнӑ, ун чухне ку тема чылайӑшӗшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Евгений Замятинӑн «Мы» романӗ – 90-ра. А.Островскин «Как закалялась сталь» хайлавӗ — унӑн тантӑшӗ.

Кураври чи ҫамрӑкки — Валентин Распутинӑн «Живи и помни». Вӑл кӑҫал 40 ҫул тултарать. Куравра ҫавӑн пекех С.Моэмӑн, Джон Ридӑн, Г.Флоберӑн, И.Гетен, Э.Ремаркӑн хайлавӗсем пур.

#вулавӑшсем, #Куславкка, #Куславкка районӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем