Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чылайӑшӗн килӗнче кивӗ (е ҫӗнни те) кӗнекесем ахалех тусан пуҫтарса выртни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри унта та кунта выртаканскерсене кӑмакана ывӑтма та именмест. Тӑхтӑр-ха! Ҫак хаклӑ тупрана мӗншӗн кӗллентерес? Килте кӗнеке нумай пухӑнчӗ-и? Эппин, ку пӗлтерӳ шӑпах сирӗн валли.
Паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи вулавӑшсенче «Кӗнеке алӑран алла: пире тата кӗҫӗн ӑрӑва» акци пуҫланать. Вӑл Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн иртет.
Ӑна йӗркелекенсем Чӑваш Енре пурӑнакансене килте кирлӗ мар кӗнекесене вулавӑшсене парнелеме сӗнеҫҫӗ. Илемлӗ литература, ача-пӑча кӗнеки, энциклопеди, истори кӗнеки, чӑваш халахӗн этнографийӗ, аудиокӗнеке… Пӗтӗмпех йышӑнаҫҫӗ.
Ырӑ кӑмӑллӑх акцийӗ ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2014.03.04 10:39 | |
Ку ĕçĕ-пуçĕ çапларах пулĕ те, анчах та кайран çав кĕнекесенех вулавăшсем хăйсем макалатурăна памĕç-ши? Макалатурăна ăсатакан кĕнекесене эп хам пĕрре мар курса. | |
