Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Хавал» конференци ирттерчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.02.2014 15:49 | 1851 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн
Пухура / Н. Плотников тунӑ сӑн

Виҫӗмкун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗ. Пирӗн тӳре-шара ку кун пирки ытлашшиех пӗлменнипех пулӗ унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем сахалтарах иртеҫҫӗ. Ҫавах та пушшех те маннӑ теме май ҫук — хӑш-пӗр халӑх пӗрлӗхӗсем ӑна палӑртаҫҫех.

Ак ӗнер те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, ҫак уява халалласа «Хавал» пӗрлӗх конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑхсен туслӑхӗн пӳлӗмӗнче пуҫланчӗ.

Чи малтанах пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов «Хавалӑн» тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене мӗн ҫине таянса пурнӑҫласси пирки пӗлтерчӗ. Тӗллевӗсене илес пулсан — вӗсем ҫакнашкал: чӑваш халӑхне хӑйӗн культурипе тата чӗлхипе мӑнаҫланма хӑнӑхтарасси, ҫывӑракан чӑвашлӑх туйӑмне вӑратасси тата ытти те. Ку ӗҫе «Хавал» ытти халӑхсене, культурӑсене тата тӗрлӗ тӗнсемпе харпӑр ҫын шухӑшӗсене хисеплесе ӗҫлеме шантарать.

Конференцире «Хавалӑн» проекчӗсене пӑхса тухрӗҫ — вӗсене мӗнле шая туса ҫитернӗ, мӗн чӑрмантарать. Сӑмахран, Forvo проектра чӑвашла сасланӑ сӑмахсене ытти проектрисем хуратнине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех хавалҫӑсем чи анлӑ сарӑлнӑ чӑваш ячӗсен кӗнекине хатӗрлессипе, чӑваш чӗлхипе усӑ курман предприятисене ҫыру ҫырассипе, чӑваш чӗлхипе усӑ куракан хуҫалӑхсене тав туса ҫыру ярассипе, тӗрлӗ пӗчӗк видеороликсем тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ.

Конференцине ҫавӑн пекех чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗнчен Илтимер Ефремов, «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» Аҫтахар Плотников, Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, Илле Иванов журналист, Николай Егоров юрист хутшӑнчӗҫ. Вӗсем «Хавал» пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, пӗрлӗхе малашнехи ӗҫсенче ӑнӑҫу сунчӗҫ.

#Хавал, #наци вулавӑшӗ, #тӑван чӗлхе кунӗ, #конференцисем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем