Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Android операци системинче чӑвашла ҫырма май паракан тепӗр сарӑм хушӑннӑ — Play Маркетра малашне тата «Multling Keyboard» тупма пулать.
Унӑн авторӗ (@HanWriting) нумай пулмасть Мирон Толипе ҫыхӑннӑ та хӑй хатӗрленӗ приложени валли чӑваш сарӑмне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ хатӗр, AnySoftKeyboard-па (чӑвашла ҫырас тесен унпа та усӑ курма пулать /ман, сӑмахран, вӑл ларать/) танлаштарсан, тӳрех тӗрӗс сӑмахсем те сӗнет, шуса ҫырма (gesture input, swipe) та май парать.
Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку сарӑм чӑваш саспаллисене кириллица пайӗнчен илет. Аяларахри видеора ҫак сарӑма епле лартмаллине ӑнлантарса панӑ (Мирон Толи хатӗрленӗ):
Сӑмах май, нумай пулмасть Мирон Толи тепӗр пысӑк ӗҫ тунӑччӗ — Википедире электронлӑ чӑваш сарӑмне хатӗрлерӗ. Унта та чӑваш саспаллисене кирилл пайӗнчен илнӗ. Вӑхӑт шунӑ май кирилл саспаллисем чылай шрифта кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кӑҫал Чӑваш халӑх сайчӗ те, унӑн тӑванла проекчӗсем те — уйрӑмах электронлӑ сӑмахсарпа вулавӑш — кирилл саспаллийӗсем ҫине куҫӗҫ. Паллах, хамар проектсенче латинлисемпе те ҫырма май пулӗ — сайт хӑйех вӗсене кириллисем ҫине куҫарса пырӗ.
Мирон Толин хальхи вӑхӑтра Микрософтпа ҫыру ҫӳретет — вӗсен операци системине чӑваш сарӑмне вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑласшӑн. Шел те, чӑваш сарӑмне хальхи вӑхӑтра Айфонра тупма май ҫук.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.14 16:42 | |
Питĕ кăмăллă хыпар. | |
