Нумай пулмасть эпир «Чӑваш йӑмри» литература ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетрӗмӗр — хӑш шкул ачи мӗнле вырӑн йышӑннине пӗлтертӗмӗр. Конкурса хутшӑнакансене эпир раштав уйӑхӗнче чыслас шухӑшлӑччӗ те, анчах «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекене хатӗрлесси вӑраха тӑсӑлнӑ май ку мероприятие тепӗр ҫул ирттерме тивет пуль. Малтан, ҫав-ҫавах кӗнеке хӑтлавне тумалла, кайран ун хыҫҫӑн тин эпир кӑҫалхи литература ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене парнесемпе тата хисеплӗ хутсемпе чыслама пултарайратпӑр.
Ҫавах та, ачасене хавхалану кӳрес тӗлӗшпе кашни валли эпир ӗнентерӳ хучӗсен электронлӑ варианчӗсене хатӗрлерӗмӗр. Кӑмӑл пур пулсан эсир вӗсене ҫак каҫӑпа илме пултаратӑр: chuvash.org/knege/cert/certificat.html. Тӳрех пӗлтеретпӗр: ӗнентерӳ хучӗсене шкул ачисем валли кӑна хатӗрленӗ. Вӗсене тума та ятарлӑ скрипта явӑҫтарнӑ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗр йӑнӑш тупӑнсан пирӗн пата ҫырса ярӑр (amartu@chuvash.org), эпир вара ӑна тепӗр хут алӑпа ӑсталаса сире ярса парӑпӑр.