Виҫмине, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗр ҫине Совет Союзӗ вӑхӑтенчех вӗҫтерсе янӑ «Око» ҫар уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ӳкмелле иккен.
«Вымпел» патшалӑхпа акционерсен корпорацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл Инди океанӗ таврашӗнче персе анмалла. Хальхи вӑхӑтра ун перегей ҫӳллӗшӗ 90 ҫухрӑмпа танлашать — тепӗр май каласан вӑл атмосферӑна перӗнме пуҫланипе танах.
«Око» уҫлӑхташа хӑй вӑхӑтӗнче Плесецкран «Молния-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ, унӑн баллистика ракетисене ярсан систермелле пулнӑ. Ҫак уҫлӑхташсен орбитисем ҫуллӗ эллипслӑ та ҫурматалӑклӑ. Унашкал космос аппарачӗсем тӗнче уҫлӑхӗнче вуншар ҫул та вӗҫме пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах темиҫе уйӑхран та персе анайраҫҫӗ. «Око» йышши аппарата пирӗн патшалӑх пурӗ 86 штук вӗҫтерсе янӑ иккен, юлашкинчен — 2010 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче. Вӗсен йывӑрӑшӗ — 1250 кг.
2014 ҫулӑн малтанхи кунӗсенче тепӗр уҫлӑхташ ӳкмелле иккен — ку хутенче «Молния-3-45» ятлӑскер. «Вымпел» ӗҫченӗсем унӑн кунне кӑрлачӑн 1-3-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.