Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Республикинче «Легендарный Красный» ретропуйӑс ҫула тухӗ. Вӑл унчченхи пекех пассажирсене Шупашкартан Канаш хулине илсе кайӗ.
Туризм аталанӑвӗн агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче ретропуйӑс Чӑваш Ене Ҫӗнӗ ҫулхи программӑпа таврӑнӗ. Унпа туристсен ҫемйисем, туссен ушкӑнӗсем, корпоратив ушкӑнӗсем тата шкулти классем кайма пултараҫҫӗ.
Ҫул ҫинче 3 сехет иртӗ. Программӑра Хӗл мучипе, Юр пикепе тата Василий Чапаевпа анимаци представленийӗ пулӗ. Ҫула тухакансене парнесем, интерактивлӑ программа, кӗтеҫҫӗ, уяв апатланавӗ пулӗ.
Сӑмах май, проекта кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Горький чукун ҫулӗ Чӑваш Ен правительствипе пӗрле пуҫарнӑ.
