Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Юрий Сементер юбилейне халалласа пуҫтарӑнӗҫ.
Юрий Сементер — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Красноармейски районӗнчиТанӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1964 ҫулта Чатукассинчи клуб заведующийӗнче, 1964—1966 ҫулсенче Ҫӗрпӳ комсомол райкомӗн пай пуҫлӑхӗнче, 1966—1969 ҫулсенче Ҫӗрпӳ район хаҫатӗнче ӗҫленӗ. 1971—1973 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин илемлӗ литература редакторӗ, аслӑ редакторӗ, редакцисен пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1974—2005 ҫулсенче — «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗ. 1975—1980 ҫулсенче РСФСР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ревизи комиссин пайташӗ, Шупашкар хула канашӗн депутачӗ пулнӑ.
«Чӑваш Ен юрлать… Поёт Чувашия…» мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ.
