Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫитес ҫултан Чӑваш Республикинче пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи ӳсӗ. Йышӑнӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
2027 ҫултан республикӑра пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи 6,8 процент ӳсӗ. Халӗ вӑл 16 477 тенкӗпе танлашать, ҫитес ҫултан вара 17 597 тенкӗ пулӗ: 1 120 тенкӗ хӑпарӗ.
Социаллӑ демографи ушкӑнӗсене илес тӗк, пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫи ӗҫлекен ҫынсемшӗн – 19 181 тенкӗ, тивӗҫлӗ канури ҫынсемшӗн – 15 133 тенкӗ, ачасемшӗн 17 069 тенкӗ пулӗ.
Палӑртса хӑварар: пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен социаллӑ пособисен, ачаллӑ ҫемьесене уйӑхсерен паракан тӳлев мӗн чухлӗ пуласси тата пенси укҫи ҫумне мӗн чухлӗ хушса парасси килеҫҫӗ. ЧР Социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсемпе ҫыхӑннӑ соцпулӑшу мерисене республикӑри 153 пин ҫын илет.
