Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пирӗн республикӑра «Тавах, аннеҫӗм!» акци иртет. Ӑна Амӑшӗн кунне халалласа Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ йӗркеленӗ.
Унта чӳк уйӑхӗн 2-30-мӗшӗсенче хутшӑнма пулать.
Аслӑ шкулӑн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Акци чӑвашла калаҫакан кирек кам валли те: анне ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #таваханнеҫӗм хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи» (vk.com/club201526545) ушкӑна е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) #таваханнеҫӗм, #спасибомама хештегсемпе вырнаҫтармалла.
