Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Роскосмос Юрий Гагарин космонавта, тӗрӗсрех каласан, вӑл тӗнче уҫлӑхне улӑхнине асра тытса халӑх тетелӗнче хӑйне евӗр акци ирттерме сӗннӗ.
Космос эрнинче ҫынсен хунарпа е телефонри хунарпа пӗлӗте ҫутатмалла, ҫав вӑхӑтра пӗлӗтелле пӑхмалла. Ҫавна сӑн ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнче вырнаҫтармалла.
«Время Гагарина» (чӑв. Гагарин вӑхӑчӗ) акцие хутшӑнакансен сӑнӳкерчӗксен айне #ВремяГагарина #ЗаЗвездами хэштегсем ҫырса хумалла.
Роскосмосӑн акцийӗ пирки пӗлтернӗ хыпар валли усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗкое хунара виҫӗ пӳрнепе тата пуҫ пӳрнепе тытнӑ. Нейросеть пулӑшнипе ӑнӑҫсӑр ӑсталанӑ сӑнӳкерчӗке асӑрханисем: «Акцие тӑватӑ пӳрнеллисен ҫеҫ хутшӑнма юрать-и е ыттисене те ваомӗҫ-и?» – тесе тӑрӑхласа ҫырнӑ.
