Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Комсомольский округӗнче суд приставӗ парӑмҫӑ патне килнӗ те унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Шалти службӑн аслӑ прапорщикӗ Алексей Ефремов шалти службӑн лейтенанчӗпе Алсу Шейгереевӑпа парӑмҫӑ патне килне пынӑ. Алӑкран шаккасан никам та уҫман. Анчах вӑл кӑштах уҫӑ пулнӑ.
Вӗсем пӳртре вӗрекен чейник сасси пулнине илтнӗ, сывлӑшра газ тата тӗтӗм шӑрши сарӑлнине туйнӑ. Приставсем шала кӗнӗ те газ плити ҫутӑ пунине, ун ҫинче чейник ларнине курнӑ. Шыв вӗресе пӗтнӗ.
Алексей Ефремов часрах газа хупнӑ, ҫапла вӑл пушар тухасран ҫӑлнӑ. Кил хуҫи арҫынни вара ҫав вӑхӑтра питӗ вӑйлӑ ҫывӑрнӑ, чейникри шыв вӗресе пӗтнине туйман та.
Приставсем ҫав вӑхатра ҫав вырӑнта пулни пысӑк инкек тухасран сыхланӑ.
