Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр округӗнче пурӑнакан Прошенковсем туй тунӑранпа 50 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
Анатолий Александровичпа Татьяна Федоровна пӗрлешнӗ хыҫҫӑн икӗ ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, Улатӑр округӗнчех пурӑннӑ. Халӗ вӗсем 5 мӑнукӗсемшӗн савӑнаҫҫӗ.
Анатолий Александровичпа Татьяна Федоровна пӗр-пӗрне шкулта чухнех палланӑ. Татьяна шкул хыҫҫӑн Шупашкарти суту-илӳ училищине вӗренме кӗнӗ, Анатолий Улатӑрти вӑрман-техника техникумӗнче ӑс пухнӑ. Ҫав тапхӑрта вӗсем пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫырнӑ, сайра хутра кӑна тӗл пулнӑ.
Кайран хӗр каччӑна салтакран таврӑнасса икӗ ҫул кӗтнӗ. Вӑл таврӑнсанах ҫамрӑксем туй кӗрлеттернӗ.
Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, 50 ҫулта вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланма, хисеплеме хӑнӑхнӑ.
