Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑри клиника офтальмологи пульницине 35 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл квадроциклпа ярӑннӑ чухне ҫил вӑйлӑ вӗрнӗ те куҫӗнче тӑрук пӗҫертме тытӑннӑ.
Малтанах арҫын тусан кӗнӗ тесе шухӑшланӑ, куҫне шывпа ҫунӑ. Анчах пӗҫертме чарӑнман, каҫ енне куҫҫуль юхма пуҫланӑ. Арҫын вӑхӑта сая яман – офтальмолог патне кайма шухӑшланӑ.
Светлана Иванова тухтӑр куҫне пӑхсан унта темӗнле япала пуррине асӑрханӑ. Конъюктив ҫумне хурт-кӑпшанкӑн ҫунатти ҫыпӑҫса ларнӑ иккен. Ӑна асӑрханса кӑларнӑ, пациента малалла сипленме эмелсем ҫырса панӑ. Ҫавӑн пекех арҫынна квадроциклпа ярӑннӑ чухне малашне хӳтӗлев куҫлӑхне тӑхӑнма сӗннӗ.
