Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче «ЭнергосбыТ Плюсӑн» Чӑваш Енри тата Мари Элти филиалӗ суд приставӗсемпе, ҪҪХПИ инспекторӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ. Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем 2396 автомобиль хуҫин коммуналлӑ ресурсемшӗн парӑмсем пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ.
Ҫапла 25 водителӗн ӑшӑшӑн тата ӑшӑ шывшӑн тӳлемен счетсем пуррине тупса палӑртнӑ. Суд приставӗсем 8 машинӑна арестленӗ. 17 водитель парӑма вырӑнтах татнӑ, пӗтӗмпе вӗсем 387 пин тенкӗ тӳленӗ.
Тӗрӗслеве «Ҫул-йӗр приставӗ» комплекс камерисем пулӑшнипе ирттернӗ. Вӗсем автомобиль номерне парӑмҫӑсен базипе танлаштараҫҫӗ. Машина хуҫине парӑма татма 10 кун параҫҫӗ. Вӑхӑтра тӳлемесен транспорта хаклава тӑратаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна парӑма татмашкӑн сутма пултараҫҫӗ.
