Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти аэропортра интернет хӑвӑртрах ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ унта мобильлӗ даннӑйсене ҫеккунтра 180 МБит таран уҫласа илме пулать. Телеком-инфраструктурӑна «Мегафон» компани вӑйлӑлатнӑ.
Шупашкарти аэропорт тӗплӗ юсав хыҫҫӑн хитреленсе-хӑтлӑланса канйине эпир пӗлетпӗр-ха. Авӑн уйӑхӗнче вара перрона тата самолет вӗҫсе хӑпариччен ҫӳреме кирлӗ ҫула ҫӗнетсе пӗтернӗ.
Ҫыхӑнӑва лайӑхлатассипе те ҫине тӑнӑ. 4G сеть тытассипе ҫыхӑннӑ тӗп ӗҫе 2024 ҫул вӗҫӗнче туса ирттернӗ, кӑҫалхи кӗркунне валли ҫуртӑн хӗвелтухӑҫ енчи лаптӑкӗнчи, ҫав шутра паспорт тӗрӗслевӗ витӗр тухакан зонӑри, ҫыхӑнӑва вӑйлатнӑ.
Шупашкарти аэропорт Чӑваш Енпе Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пӗлтӗр ку аэропорт пулӑшӑвӗпе 645 пин ҫын усӑ курнӑ. Пассажирсем уйӑхсерен 2,5 Тбайт таран интернет-даннӑйпа усӑ кураҫҫӗ. Ансат чӗлхепе каласан, ку вӑл «Экипаж» фильма смартфонпа 1,2 млн хутчен пӑхма ҫитет. Унсӑр пуҫне тата вӗҫсе каяс умӗн авиапассажирисем ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкравлаҫҫӗ. Ҫӑпла вӗсем уйӑхсерен 24,5 пин минут калаҫаҫҫӗ.
