Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тутарстанра «Лада» юханшыва ӳкнӗ. Шел те, 23 ҫулти икӗ ҫамрӑк вилнӗ.
Ку инкек юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине Лаишево районӗнчи Макаровка ялӗнче пулнӑ. Машина юханшыва ӳкни пирки Кризислӑ лару-тӑру управленийӗн центрне пӗлтернӗ. Вырӑна Хусанти ҫӑлавпа шырав отрячӗн ҫыннисем ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем машина ӑшӗнче каччӑсен виллисене тупнӑ.
Машина шыва мӗнле ӳкни хальлӗхе паллӑ мар. Хальлӗхе инкек пирки тӗплӗнрех пӗлтерни те ҫук.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви аса илтерет: автомобиль шыва ӳксен водителӗн тата пассажирсен ҫӑлӑнма 30-120 ҫеккунт пур: чи малтан хӑрушсӑрлӑх пиҫиххисене салтмалла, электроника ӗҫленӗ чухне айккинчи кантӑксене антармалла. Машина анса кайсан пусӑм тӗрлӗрен пулнӑ мар алӑка уҫма май ҫук. Ҫавна май салон пӗрре виҫҫӗмӗш таран шывпа туличчен кӗтмелле, унтан тарӑннӑн сывласа илмелле те алӑка уҫма тӑрӑшмалла.
