Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Галина Авдеева кардиолог 85 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 11.10.2026 07:46 | 29 хут пӑхнӑ
Персона
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Галина Авдеева 85 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн заведующийӗ Надежда Шикарева саламланӑ. Ватӑ ҫынна юлашки вӑхӑтра асӑннӑ центрӑн ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать.

Галина Авдеева — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫӗ врачӗ. Авдеева тухтӑр медицинӑра 40 ҫул ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтран 30 ҫулне вӑл кардиологи отрасльне уйӑрнӑ, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн Республикӑри кардиологи больницин тӗп врачӗнче тӑрӑшнӑ.

Галина Петровна Вӑрнар районӗнчи Кольцовка ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах тухтӑр пулма ӗмӗтленнӗскер Челепирти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ хулари тата облаҫри тӗрлӗ учрежденире ӗҫленӗ.

1978 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. 1981 ҫулта кардиодиспансер туса хуна хыҫҫӑн вӑл тӗп врач пулса тӑнӑ. Ку должноҫре вӑл 24 ҫул тӑрӑшнӑ.

#Кольцовка, #ят-сум, #Вӑрнар районӗ, #тухтарсем, #юбилейсем, #ваттисем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-208457762_12398
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем