Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Патӑрьел округӗнчи Илдар Белалов 2018 ҫулта хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. Ун чухне вӑл ӗҫе пуҫӑннӑ фермерсен конкурсӗнче ҫӗнтерсе патшалӑхран 3 миллион тенке тивӗҫнӗ. Шӑпах ҫак укҫа пысӑк хуҫалӑх патне ҫитмелли пӗрремӗш утӑм пулса тӑнӑ.
Сакӑр ҫулта Илдар патшалӑхран виҫӗ хутчен пулӑшу илнӗ. 2022 ҫулта ӑна 15 миллион тенкӗлӗх грант панӑ, ку укҫапа вӑл 100 пуҫ выльӑх туянса ферма тума тытӑннӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан вара вӑл патшалӑхран 18 миллион тенке тивӗҫнӗ. Кун укҫапа фермер выльӑх-чӗрлӗх комплексне хӑпартама пуҫланӑ.
Паянхи кун Илдар Белалов хуҫалӑхӗнче – 133 выльӑх, 2025 ҫулта унӑн хуҫалӑхӗнче 58,3 тонна аш-какай туса илнӗ.
Ӗҫлес тесен темле майпа та ӗҫлеме пулать ав. Илдар Белалов – питӗ лайӑх тӗслӗх.
