Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Статистика: Сӑра фестивальне 52 пин хӑна ҫитсе курнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 04.08.2026 15:20 | 37 хут пӑхнӑ
Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал та Шупашкарта Сӑра фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Хальхинче унта 52 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви.

Аса илтеретпӗр: мероприяти утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Фестивале кӑҫал 63 экспонент хутшӑннӑ: ҫав шутра 28-шӗ – сӑра вӗретекен компанисем, 35-шӗ общество апатланӑвӗн организацийӗсем.

Фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре ЧР премьер-министрӗ Сергей Артамонов хутшӑннӑ. Вӑл ун чухне ҫапла палӑртнӑ: пӗрремӗш ҫул фестивале 18 пин хӑна пухӑннӑ, икӗ ҫултан – 45 пин ҫын, кайран – 50 пин. Пӗлтӗр вара 55 ҫын ҫитсе курнӑ. Кӑҫал фестиваль пиллӗкмӗш хут иртнӗ – пӗчӗк юбилей темелле. Хальхинче пӗлтӗрхинчен сахалрах ҫын килнӗ: 52 пин ҫын.

#статистика, #Шупашкар, #фестивальсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем