Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче пӗр каччӑ тепӗр ҫыннӑн машинине чӗртсе яма тӑнӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене машина хуҫи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
«Киа Серато» автомобиль Шупашкарти Дементьев урамӗнчи пӗр ҫурт патӗнче ларнӑ.
Вырӑна пырса ҫитнӗ пакунлисем номаркӑн бензобакне тимлесе пӑхнӑ, машинӑн урапи анса ларнине асӑрханӑ.
Пакунлисем кун пек усал шухӑш кам тытнине кӗҫех палӑртма пултарнӑ. Машина патне 22 ҫулти каччӑ ҫӗр каҫипе темиҫе хутчен те пынӑ. Автомобиль хуҫине вӑл хӑйӗн хӗрӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнӑшӑн кӳреннӗ иккен, пӑтӑрмах ӑна пула пуҫланса кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Хӗре ҫухатас килменрен вӑл тепӗр ҫынна тавӑрма шут тытнӑ.
Ют ҫын пурлӑхне сӑтӑр кӳме хӑтланнӑ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
