Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.1 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Ҫырмапуҫӗнче ял кунӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 24.07.2026 08:36 | 41 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иртнӗ шӑматкун Красноармейски районӗнчи Ҫырмапуҫӗнче ял кунне ирттернӗ. Вырӑнти хастар Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сырмапуҫсем хӑнасене ҫавра ҫӑкӑрпа та чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ.

Ял уявне Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков уҫнӑ. Вӑл хӑнасене, ял-йыша паллӑ кунпа саламланӑ, пурне те ӑнӑҫуллӑ ӗҫлесе пыма, ытлӑ-ҫитлӗ те ӑраскалпа пурӑнма ҫирӗп сывлӑхпа ҫитӗнӳ суннӑ.

Ҫырмапуҫ ялӗн историйӗпе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Виталий Михайлов, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, Красноармейски округӗн энциклопедийӗн тӗп редакторӗ, хисеплӗ тавра пӗлӳҫӗ, Чӑваш наци академикӗ каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, педагогика ветеранӗ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Зинаида Михайлован мӑшӑрӗ пулать.

Ял уявне Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Николаев та ҫитнӗ, вӑл вырӑнти хастарсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Тав хучӗпе чысланӑ.

Сӑмах май каласан, вырӑс чӗлхи ялсенче те чӑваш чӗлхипе тупӑшсах янӑрать те, ҫырмапуҫсем те ял кунӗ валли хатӗрленӗ баннера «С праздником» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ.

#уявсем, #культура, #Красноармейски, #чӑваш чӗлхи, #ял пурнӑҫӗ, #йӑла-йӗрке

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2966
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем