Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, каҫхине Атӑл леш енче вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Юрать-ха, ӑна часах сӳнтерне.
Инкеклӗ лура-тӑру министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер 18 сехет те 55 минутра ҫулӑм Сосновка участок лесничествинче, «Прометей» кану базинчен инҫех мар, тухнӑ. Ҫулӑм 200 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ.
Пушара икӗ сехетрен сӳнтернӗ. Унта 7 ҫӑлавҫӑ, 3 техника хутшӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ.
Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал вӑрманта пушар тухнӑ пӗрремӗш тӗслӗх ку.
