Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак пичкесем мӗнле илемлӗ пулнине куратӑр-и? Ҫапла, чӑнах та питӗ хитре! Ӑна вара хӗрача сӑрласа илемлетнӗ.
Ку пичкесем Вӑрмар округӗнчи Ҫӗнӗ Вӗренер ялӗнче лараҫҫӗ. Вӗсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе килӗшӳллӗн вырнаҫтарнӑ. Варя ятлӑ хӗрача вара кичем те тӗксӗм курӑнакан пичкесене сӑрласа илемлетме шухӑшланӑ. Вӑл тӑван ялӗн урамӗсене хитре сӗм кӗртме тахҫанах ӗмӗтленнӗ-ха.
Халӗ ав пушар резервуарӗсем чӑн-чӑн арт-оъект пулса тӑнӑ. Вӗсем иртен-ҫӳрене савӑнтараҫҫӗ.
