Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунне халалланӑ мероприти иртнӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ йӗркеленнӗренпе 155 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак пулӑм ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗсен ҫыннисене, издательсене, ҫыравҫӑсене, библиотекарьсене тата вулакансене ҫавра сӗтел хушшине пухнӑ.
Чӑваш кӗнекин кунне ҫӗртме уйӑхӗнче уявлани Ермей Рожанский куҫаруҫӑ ячӗпе ҫыхӑннӑ: вӑл тӑрӑшнипе 1769 ҫулта Санкт-Петербургра пӗрремӗш чӑваш грамматики — «Чӑваш чӗлхин грамматикине пӑхӑннӑ сочиненисем» кӗнеки тухнӑ. Кӗнеке ҫӗртме уйӑхӗнче ҫутӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ, автор хӑй те ҫак уйӑхра ҫуралнӑ текен шухӑш пур. Ҫавӑнпа уяв кунне шӑпах ҫӗртме уйӑхӗнче суйласа илнӗ.
Малтанах истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Виталий Родионов чӑваш кӗнекин историйӗпе паллаштарнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Лукина Ермей Рожанскин пӗрремӗш чӑваш грамматикин структури, содержанийӗ, уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ, ӗҫӗн пӗлтерӗшне вара Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров ҫутатса панӑ.
Республикӑри библиотекӑсем ҫынсем кӗнеке вулаччӑр, чӑваш литератури халӑх хушшинче сарӑлтӑр тесе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотекин тӑван ен тата наци литературин уйрӑмӗн заведующийӗ Эвелина Малеева ачасене тата ҫамрӑксене вулама хавхалантаракан проектсемпе паллаштарнӑ.
Ҫавра сӗтелте Наци библиотекин специалисчӗсем «1917 ҫулчченхи чӑваш кӗнеки» ҫӗнетнӗ ретроспективлӑ кӑтарткӑчпа, «Чӑваш Енӗн еткерӗ» чӑваш еткерӗн цифра библиотекипе, «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке», «365 кун паллӑ ҫынсемпе» сайтсемпе тата ыттисемпе паллаштарнӑ.
