Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫак кунсенчӗ Патӑрьел округӗнче нумай ҫул пӗрле пурӑнакан ҫемьесене саламланӑ
Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне халалланӑ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
ЗАГС уйрӑмне Сидоровсене, Юнусовсене тата Кирилловсене чыслама чӗннӗ. Маринӑпа Юрий Сидоровсем 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем икӗ ача ӳстернӗ. Юрий – ял старости, мӑшӑрӗ клубра тӑрӑшать. Раиль тата Люция Юнусовсем вара 25 ҫул каялла пӗрлешнӗ, 3 ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Вӗсем общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. 20 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрнӑ Кирилловсене те чысланӑ. Вӗсем виҫӗ ачана пурнӑҫ парнеленӗ. Немье пуҫӗ Андрей пушар чаҫӗнче вӑй хурать, мӑшӑрӗ ача садӗнче ӗҫлет.
