Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Республикӑра пӗр талӑкра типӗ курӑк ҫуннине пула икӗ пушар тухнӑ.
Вӗсенчен пӗри Шупашкарти «Травянка» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман, вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Тепӗр тӗслӗхӗ Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта типӗ курӑк пӗр гектар лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Республикӑра халӗ пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май варман ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах ҫиллӗ ҫанталӑкра асӑрхануллӑ пулмалла.
