Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарта Кӑнтӑр урамӗнчи 7-мӗш «а» ҫурт патӗнчи ҫӗр ишӗлме пуҫланине асӑрханӑ. Ҫывӑхра – парковка.
Тӗрӗслев иртнӗ хыҫҫӑн ҫӗр чӑнах та ҫырманалла ишӗлнине палӑртнӑ. Управляющи компанийӗн представителӗсем ҫав вырӑна хӑю карса чикӗленӗ. Ҫавӑн пекех парковкӑра машинӑсене лартма чарнӑ.
Ҫак вырӑнта тӑпра мӗнле улшӑннине сӑнама ятарлӑ тӗрӗслев маякӗсем лартнӑ. Кайран унта специалистсем геологи тӗрӗслевӗ тӑвӗҫ, тӑпра мӗншӗн ишӗлнине палӑртӗҫ, ҫивӗч ыйтӑва татса памалли мерӑсем йышӑнӗҫ.
