Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Нарспи» поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсӗ иртрӗ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланчӗ.
Конкурса Праски Витти ӳнерҫӗ, гуманитари институчӗн пуҫлӑхӗ В.С. Григорьев, А.А. Трофимов ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ, профессор, Хыпар хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.П. Леонтьев уҫрӗҫ.
Ӑмӑртӑва пурӗ виҫҫӗн хутшӑнчӗҫ:
* Ласточкина Анфиса Ильинична (Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнчен);
* Прокопьева Римма Поликарповна (ЧПУ редакципе кӑларӑм пайӗн ӗҫченӗ)
* Ярлыгина Анна Сергеевна (Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ял хӗрачи, Хырай Ӗнел вӑтам шкулти 7-мӗш клас вӗренекенӗ)
Ҫавӑн пекех «Нарспи» поэма сыпӑкӗсене Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнчи Салаева Тамара Васильевна вуларӗ. Оливанова Елена Витальевна «Нарспи» пьесӑн сыпӑкне вуласа пачӗ.
Ajdush // 3926.36.8887
2008.04.11 18:59 | |
Вара кам мĕнле вырăн йышăннă? | |
Аçтахар Плотников // 3489-5093
2008.04.12 13:02 | |
Пурте лайăх терĕç. Эп вĕçне çити лармарăм (каяса килмелли пурччĕ). Вĕçленнĕ хыççăн тин гуманитари институтне таврăнтăм. |