Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш академи драма театрӗнче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ларӑва ертсе пыракан Марина Карягина халӑх страницинчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи улахра ятлӑ-сумлӑ драматургсемпе, искусствоведсемпе, артистсемпе, тӗпчевҫӗсемпе пӗрле ҫамрӑксем йышлӑ пулнӑ. «Вӗсем пурте сцена ӳнерне питӗ юратаҫҫӗ иккен. Ан тив, пӗр-икӗ театровед, пӗр-икӗ вӑйлӑ драматург е режиссёр кӑна тухтӑр вӗсенчен – аптрамӑттӑмӑрччӗ!» – пӗтӗмлетнӗ паллӑ драматург, сценарист, тележурналист Марина Карягина.
Клах хӑни Борис Манджиев калмӑк режиссёрӗ пулнӑ. 1992-мӗш ҫулта ҫамрӑк режиссёр Шупашкарта иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи фестивальте хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартнӑ, 3-мӗш вырӑн йышӑнма пултарнӑ. Театрӑн хальхи пуҫлӑхӗ Елена Николаева ӑна спектакль лартма йыхравласан вӑл хаваслансах килӗшнӗ. Сӑиах май каласан, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче уҫӑлнӑ «Чӗкеҫ» фестивале Б.Манджиев Чингиз Айтматовӑн «Материнское поле» хайлавӗ тӑрӑх чӑвашла лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» премьерӑпа уҫнӑ. «Ку унӑн Шупашкар сцени ҫине тухнӑ 7-мӗш спектаклӗ!» – хыпарланӑ Марина Карягина.
