Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Урама кӗртменнишӗн — районти пуҫлӑх патне

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 16.10.2013 18:04 | 1524 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Пуҫлӑх патне каякан кирек епле ҫын та пулӑшу кӗтсе илессе шанать. Район шайӗнчи пуҫлӑхсем патнех те халӑх чун ыратӑвӗпе ҫитет. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ҫак эрнере ирттернӗ йышӑнӑва вунӑ ҫын пынӑ. Вӗсем — Кӳкеҫ, Ишлей, Шӗнерпуҫ тата Лапсар ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем.

Кама мӗн пӑшӑрхантарать-ха? Халӑхӑн ыйтӑвӗ, пӗтӗмӗшле илсен, пӗр пекрех. Сӑмахран, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗр уйӑрса парасси, ҫӗнӗ урамсене шыв тата ҫутӑ кӗртесси. Ишлей ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та, ав, ҫӗр ыйтӑвнех хускатнӑ. Нумай ачаллисем вӑл тӑрӑхра 31 ҫемье ҫак ӗмӗтпе ҫунатланать иккен. Паянхи куна илсен вуннӑшне кӑна тивӗҫнӗ-мӗн. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫакӑншӑн Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӳпкелесе илнӗ. Вырӑнта ҫине тӑманнине пула юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫӗр участокӗсене виҫтермен иккен. Анчах ку ыйтӑва хӑй еккипе ямӗҫ — яваплисене ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.

Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне кӗрекен Хыркасси ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тата урама машинӑсем кӗртес мар тесе пӗренесем хурса тухнӑ иккен. Шучӗпе вӑл урама ҫӑртарасшӑн мар пулӗ те, анчах апла тума юраманнине кура Георгий Егоров пуҫлӑх районти администраци комиссийӗн ячӗпе заявлени ҫырма сӗннӗ.

Асӑннӑ районӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йышӑнура хускатнӑ мӗнпур ыйтӑва епле татнине райадминистраци пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑмалла.

#Шупашкар районӗ, #тӳре-шара, #Кӳкеҫ, #Ишлей ял тӑрӑхӗ, #Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗ, #Хыркасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем