Атӑла таса мар шыв лекесерен тасатмалли сооруженисем тума уйӑрна укҫана чылай регионта йӗркелле усӑ курманни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пек регионсен хушшинче Чӑваш Ен те пур. Чӑваш Енре Роспироднадзор 50 кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Унран та ытларах — ҫитменлӗхсен шучӗпе пирӗн республикӑмӑр Ярославль тата Самар облаҫӗсем хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑнта.
Пӑтӑрмах пирки ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та пӗлет иккен. Вӑл ҫӗршывӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗпе Александр Козловпа тӗл пулсан тасатмалли сооруженисемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ку ытйупа кашни кӗпӗрнаттӑрпа ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ.
Agabazar // 1540.84.5447
2025.06.04 17:53 | |
![]() |
Чăваш чĕлхинче сооружени сăмах пур-и? |
Вулакан // 6478.3.2905
2025.06.12 21:56 | |
Хисеплӗ Агабазар,чӗлхемӗр хальхи чӑваша ӑнланмалларах пулнишӗн пӑшӑрханмалла мар.Тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ сӑмахсем пирӗнтен ыйтмасӑрах кӗрсе пыраҫҫех.Йӗрки ҫапла.Вырӑс чӗлхинче хӑйсен сӑмахӗ 30 процент ҫеҫ пулсан та макӑрмаҫҫӗ.Пур япалана та чӑвашлатса каласси Станьял йышшисен чирӗ кӑна мар-ши. |