Чӑваш Енре хура ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ку хӗлле ӑшӑ пулнипе тата ҫуркунне часах килнипе ҫыхӑннӑ.
Ку таранччен виҫӗ ҫынна хура ҫӗлен сӑхнӑ. Иккӗшӗ – Улатӑр округӗнче. Унта икӗ арҫынна хура ҫӗлен шар кӑтартнӑ. Канаш округӗнчи хӗрарӑма вара хура ҫӗлен кӑмпа пуҫтарнӑ вӑхӑтра пӳрнерен сӑхнӑ. Пурне те вӑхӑтра пулӑшу панӑ, пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Ҫӗлен сӑхсан чи малтан мӗн тумалла? Тухтӑра чӗнмелле. Ыратнине ирттерекен эмел ӗҫмелле (аспиринсӑр пуҫне), сӑхнӑ вырӑна хускатма тӑрӑшмалла мар. Ҫут ҫанталӑка тухнӑ чухне ҫӳллӗ атӑ, хулӑн шӑлавар тӑхӑнмалла.