Паян Ҫӗрпӳ хулинче «Магнит» суту-илӳ центрӗ ҫунма тытӑннӑ. Ку кӑнтӑрла иртсен, 13 сехет ҫурӑра, пулнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ ҫурчӗ Шоссе урамӗнчи 2-мӗш «б» ҫуртра вырнаҫнӑ. Ҫулӑм иккӗмӗш хутри чӳречесенчен тухать.
Вырӑнта пушарнӑйсем ӗҫлеҫҫӗ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗре 9 техника, 27 ҫын хутшӑнать.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.04.01 10:54 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.6-мӗш пункт) | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.04.02 05:30 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт) | |
Аçтахар Плотников // 2986.05.5636
2025.04.02 11:03 | |
![]() |
2.6-мӗш пункт кӑтартнӑ-ҫке: комментарисем терминсене сӳтсе явмалли вырӑн мар (корреспондентсемпе авторсем мӗнле ҫырма пӗлеҫ — ҫапла ҫыраҫҫӗ, вӗсене тӳрлетме, хӑварӑн вариантсене сӗнмелле мар; вариантсене termin.chv.su сайт урлӑ сӳтсе явма пулать; комментарисем ун валли вырӑн мар).
1.9-мӗш пункт — модераторсен ӗҫне хаклама юрамасть, ыйту пулсан — уйрӑммӑн модератортан ыйтмалла, комментарисенче мар. Кӑна ку хутӗнче кӑна ӑнлантаратӑп. «комментари ҫырмалли йӗркепе килӗшетӗп» ҫине чана лартни эсир унта палӑртнӑ йӗркесемпе килӗшнине палӑртатӑр. |