Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫак куна 1999 ҫулта ЮНЕСКО шайӗнчех палӑртма йышӑннӑ. Шӑп та лӑп паян, 1952 ҫулта, Бангладешри Дакка хулинче студентсем тӑван чӗлхене патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ, вӗсене вара йӗрке хуралҫисем персе пӑрахнӑ.
Паянхи кун пирӗн чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси пирки тепӗр унчен шухӑшласа пӑхма сӑлтав пур. Эпир вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑмасан та тӑван чӗлхемӗре хамӑр та ыррӑн пӗлместпӗр, ачамӑрсемпе мӑнукӑмӑрсене те ҫуралсанах унран пистеретпӗр. Ҫут тӗнчене килнӗ ҫӗнӗ чуна ют чӗлхепе, ан тив вӑл патшалӑх чӗлхи пулсан та, лӑпкани пистерниех пулать ӗнтӗ.
Хӑйӗн чӗлхине пӗлмен ҫын ытти чӗлхене тата тӑван ҫӗршыва хисеплӗ-ши?
Agabazar // 5450.7.1696
2025.02.21 15:10 | |
![]() |
Пушали пĕççÿне шарт-шарт çап. Ним усси те çук. |
Agabazar // 5450.7.1696
2025.02.21 16:49 | |
![]() |
Пĕççе шарт-шарт çапнипе ĕç пулмасть. Никама та хăратаймастăр ун пек. |