Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх Тӑван чӗлхе кунне паллӑ тӑвать. Ҫавна май Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Лучшие практики в изучении родного языка» (чӑв. Тӑван чӗлхене вӗрентес ӗҫри чи лайӑх тӗслӗхсем) фестиваль ирттерӗ.
Регионсем хушшинчи IV фестивале инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркелӗҫ.
Унта тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентекен преподавательсем хутшӑнма пултарӗҫ. Хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче ӗҫлекенсене те хапӑл тӑвӗҫ.
Agabazar // 4026.89.0943
2025.02.17 11:43 | |
![]() |
Çак хитре сăмахсемпе хитре карччынккасем хыçĕнче мĕн тăрать? |