Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика кафедринче Герман Желтухин журналист тата писатель ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине асра тытса учёнӑйсем, преподавательсем, студентсем пуҫтарӑннӑ.
Мороприятие кафедра заведующийӗ Анатолий Данилов ертсе пынӑ. Кашниех сӑмах каланӑ. Программӑна Роза Степанова юрӑҫ хитре юрӑсемпе илем кӳнӗ.
Герман Желтухин — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫчене, журналистсен Ҫемен Элкер премийӗн икӗ хут лауреачӗ,Леонид Ильин премийӗн лауреачӗ.
Agabazar // 2457.8.6361
2025.01.31 07:36 | |
![]() |
Юрӗ «ӗҫчен» текен ята илнине палӑртрӑр, тейӗпӗр. Анчах та вӑл чӑннипех те ӗҫчен (трудолюбивый) пулнине епле палартмалла? Ӗҫчен ӗҫчен? |