Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш пики» конкурс иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 17.03.2008 20:39 | 2317 хут пӑхнӑ

Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики» конкурс 3-мӗш хут иртрӗ.

 

Конкурса пурӗ 16-22 ҫулхи 14 хӗрупраҫ хутшӑнчӗҫ. Конкурсра хӗрсен малтан хӑйсем пирки каласа памалла пулчӗ, кайран историпе йӑла-йӗркесене епле пӗлнине кӑтартрӗҫ. Хӗрсем ҫавӑн пекех хӑйсен юрри-ташшисемпе жюрире ларакансемпе курма килнӗ хӑнасене савӑнтарчӗҫ. Жюри ҫыннисем конкурса хутшӑнакансем хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе те тутанса пӑхрӗҫ.

Конкурса курма килнӗ хӑнасене хӑйсен юррисемпе «Хусан чӑвашӗсемпе» «Янташ» ушкӑнсем, Алевтина Соколова, Михаил Федоров, Вячеслав Христофоров юрӑҫсем савӑнтарчӗҫ.

 

Пӗрремӗш вырӑна Шупашкар районӗнчен килнӗ Оксана Воробьева йышӑнчӗ. Вӑл Мускава кайӗ, «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑнӗ.

 

Иккӗмӗш вырӑн Етӗрне районӗн хӗрне, Анастасия Ивановӑна лекрӗ, виҫҫӗмӗшӗ — Куславкка районӗнчи Галина Строгинӑна.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Янташ, #Хусан чӑвашӗсем, #Чӑваш пики, #Шупашкар районӗ, #Куславкка районӗ, #Етӗрне районӗ, #Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗ, #конкурссем

 

Комментари:

Ajdush // 3926.36.8887
2008.03.22 21:39
Хисеплĕ юлташсем!
«Чăваш пики» конкурс чăваш чĕлхипе е ют чĕлхепе иртрĕ?
Ajdush // 3926.36.8887
2008.03.23 16:03
Кам та пулин «Чăваш пики» конкурсне курнă-и? Мĕнле чĕлхепе вăл иртнĕ?
2008.03.23 19:07
Аçтахар Плотников
Чăвашла пулĕ...
Ajdush // 3926.36.8887
2008.03.23 20:17
Хисеплĕ Admin!
Эпе ăнланмарăм: «Чăваш пики» конкурсĕ чăваш чĕлхипе е ют чĕлхепе пулнă? Темшĕн манăн чăн ят Migulaj комментари çыраймасть, çавăнпа Ajdush ячĕпе усă курма лекет.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем