Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Янташ (ушкӑн)

Янташ — чӑваш эстрада ушкӑнӗ. Солисчӗ — Леонид Антонов.

Ушкӑн ҫинчен

«Пулсан «Янташ» - пурнать чӑваш» - тет ЧНК вице-президенчӗ В.А. Абрамов.
А.Н.Никитин 1948 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ, шкул ҫулӗсем унӑн Йӗпреҫ районӗн Пукуян ялӗнче иртнӗ. Унтан вӑл Ҫӗрпӳри культура училищине пӗтернӗ. Аслӑ пӗлӗвне Мускаври культура институтӗнче, халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗнче туптанӑ. Ун хыҫҫӑн пултаруллӑ музыкант Чӑваш Патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 12 ҫул хӑйӗн ӑсталӑхӗпе пин-пин ҫынна савӑнтарнӑ. Анатолий Никитич кунпа та ҫырлахса ларман, юрӑ, ташӑ ҫеммисем, тӗрлӗ инструментсем валли кӗвӗсем хайланӑ. Татах ӑсталӑхне аталантарас тӗллевпе Ӗпхӳри консерваторире 5 ҫул хушши композиторсен уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Унта вӗреннӗ вӑхӑтра пысӑк калӑпӑшлӑ музыка произведенисем нумай ҫырать вӑл. Вӗсен шутӗнче «Сказание о Суварах» ятлӑ симфонилле поэма та; фортепиана валли «трио» та; тӗрлӗ инструментсем валли кӗвӗленӗ «Поэма-токката» та, тата чылай ҫӗнӗ юрӑ-кӗвӗ хайланӑ.
«Янташ» — эстрада ушкӑнне Анатолий Никитин 1992 ҫулта Ӗпхӳри консерваторире композиторсен уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑнсан йӗркелесе янӑ. Унтанпа 15 ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Анатолий Никитин мӗн чул ҫӗнӗ юрӑ парнелемерӗ пулӗ чёваш халӑхне, унӑн юррисем чӑннипех халӑх юррисем пулса тӑчӗҫ. Вӗсем шутӗнче _ «Тӑван яла таврӑнсан», «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса», «Аннеҫӗм», «Телей-телей», «Хӑна юрри», «Кӑвак кӑвакарчӑн» тата ытти те.
«Янташ» эстрада ушкӑнӗнче чылай юрӑҫ пӗрремӗш утӑмсем тунӑ, хӑйсен пултарулӑхне туптаса анлӑ ҫул ҫине тухнӑ. Вӗсем хушшинче Елена Османова, Маргарита Туринге, Галина Скворцова, Елена Кузьмина, Григорий Вакку тата ытти паллӑ юрӑҫсем. Ку паллах ертӳҫӗне питӗ савӑнтарать. Ҫав хушӑрах шӑрӑхра та сивӗре те, йывӑрлӑхпа савӑнӑҫра та 15 ҫул хушши Анатолий Никитинпа пӗр сцена ҫинче Римма Журавлева, Алина Михайлова, Лидия Васильева халӑха ҫӗршер илемлӗ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Виҫӗ сасӑпа юрлакан чипер чӑваш пикисене паянхи кун та халӑхра ырӑпа аса илеҫҫӗ.
Анатолий Никитин композитор ертсе пынипе халӗ «Янташ» эстрада ушкӑнӗ татах ҫирӗпленсех, вӗйлансах, ҫӗнелсех, ҫамрӑклансах пырать. Паянхи кун «Янташ» эстрада ушкӑнӗнче пултаруллӑ та маттур ҫамрӑксем. 2003 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне чӑваш филологийӗпе культура факультетне вӗренме кӗнӗ пултаруллӑ студентсем Леонид Антонов (Элӗк районӗ), Валерий Кузьмин (Вӑрнар районӗ), Вячеслав Долгов (Елчӗк районӗ), Елена Леонтьева (Хӗрлӗ Чутай районӗ) 5 ҫул хушши Анатолий Никитинпа пӗрле республикӑра тата унӑн тулашӗнче савӑнӑҫлӑ концертсемпе Тутар тата Пушкӑрт республикисенчи чӑвашсем йышлӑ пурӑннӑ тата ентешӗмӗрсем йышлӑ пурӑнакан пысӑк хуласене те ҫитсе тӗлӗнтерчӗҫ. Ӗпхӳ, Хусан, Дмитриевград, Чуллӑ Ҫыр, Октябрьск, Стерлитамак, Сургут, Тӗмен, Нефтеюганск, Нижневартовск, Лянтор т.ыт. хуласене чӑваш эстрадинче ҫуралнӑ ҫӗнӗ хума илсе ҫитерчӗҫ тесен те юрать. Паянхи кунра чӗваш эстрада сцени ҫинче кунашкал хӑйне евӗрлӗх пулман: илемлӗ чӑваш тумӗсемпе юрри-кӗвви ҫыхӑнса, шайлашӑнса тӑрать, тен ҫавна пулах ҫамрӑксем кракан кӑмӑлне кайни куҫӑнах сисӗнет, икӗ сехет ытла пыракан концертсем халӑхшӑн самантлӑх кӑна туйӑнать. Анатолий Никитин кӗвӗленӗ «Тӑванлӑх юррине» вара залра ларакансем пӗр харӑс ура ҫине тӑрса ушкӑнӗпе янраттараҫҫӗ, чарӑнмасӑр алӑ ҫупаҫҫӗ. Яшсене вара чечек ҫыххисемпе хупӑрлаҫҫӗ.
«Янташ» эстрада ушкӑнӗн хӑйӗн кураканне тупрӗ, вӗсемшӗн анлӑ сцена чаршавӗ яланах уҫӑ. Апла пулсан ҫамрӑксене малашлӑхра ӑнӑҫу тата творчествӑра пысӑк ҫитӗнӳсем сунас килет.

Ҫыраканӗ LEVLANT.

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Янташ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-03-14 12:50:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 20687 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем