Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫанталӑк ӑшӑтсах ячӗ. Ӗнер каҫхине Шупашкарта термометр 2,1 градус ӑшӑ кӑтартнӑ. Ку – ҫӗнӗ рекорд. 2007 ҫулта та ҫапла ӑшӑ пулнӑ. Ун чухне хӗллехи ҫанталӑк кӑрлачӑн виҫҫӗмӗш декадинче кӑна хуҫаланма тытӑннӑ. Кӑҫал та кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи районсенче юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтме тытӑнӗ. Кӗҫӗр термометр 4-9 градус «минус» кӑтартма пуҫлӗ. Ҫил лӑпланӗ. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ округсенче юр ҫӑвӗ.
Ыран чылай округра юр ҫӑвӗ. Кӑрлачӑн 5-6-мӗшӗченче те юр пулӗ, ҫил-тӑман та вӗтерӗ.
Тунтикун 4-9 градус сивӗ пулӗ, 13-18 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Раштав умӗн ҫӗрле 7-12 градус таран сивӗтӗ. Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче йӗпе юр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун ҫил вӑйланӗ. Каллех ӑшӑтӗ – шӑматкунччен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑна юр ҫӑвӗ, шартлама сивӗ килӗ.