Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Мария Симакова ӳнерҫӗн (1934-2021) хайлавӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицие «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗрри) ят панӑ.
Мария Симакова Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ» (2008).